Константин Малышев: «Эп хамӑн туя та кун чухлӗ хатӗрленмен»

(19 февраля 2019) Нумай хӑнана пӑхасси вӑл пысӑк яваплӑх-ҫке. Телее йӑлтах лайӑх иртрӗ, картса хунӑ пекех. Ҫакӑ «Сувар» редакцийӗнче паха хаҫат кӑларакансем ҫеҫ мар, республика шайӗнчи пысӑк мероприяти ирттерме пултаракан тӑрӑшуллӑ ҫынсем ӗҫленине тепӗр хут ҫирӗплетрӗ. Эпир пултаратпӑр!

Тутарстанри чӑвашсен республика хаҫачӗн 25 ҫулхи юбилейӗ кӗрлесе иртсе кайрӗ. Сумлӑ хӑнасем нумайӑн килнӗччӗ «Суварта» ӗҫлекенсене саламлама. Редакци вӗсем валли интереслӗ фотокурав, интерактивлӑ вырӑн, чаплӑ концерт, сувенирсем хатӗрленӗччӗ. Унсӑр пуҫне чӑвӑш ҫыравҫисемпе журналисчӗсем тӑвӑн чӗлхе аталанӑвӗнчи ҫивӗч ыйтусене те конференцире сӳтсе яврӗҫ.

 

Ӑна ирттерме редакцине Республикӑри «Татмедиа» агентствăн ертӳҫи А.Зарипов, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ Д.Самаренкин, ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ш.Ягудин, ТР Халӑхсен Туслӑх Ҫурчӗн директорӗ И.Шарипов, Тутарстанри чӑвашсен Шупашкарти «Пӑлхар» ентешлӗхӗн председателӗн ҫумӗ В.Сандимиров тата ыттисем пулӑшрӗҫ. Тавтапуҫ вӗсене!

Алексей Наумов.

Добавить комментарий

bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch