Пӳркелӗнче поэзи кунӗ иртрĕ

(7 июня 2018) Пӳркелӗнче  А.С. Пушкин çуралнă кунне халалланă поэзи кунӗ иртрĕ. Унта чăваш, вырăс, тутар сăвăçисем хутшăнчĕç.

 

Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнче А.С.Пушкинăн çуралнă кунне халалласа поэзи кунӗ пычĕ. Çакнашкал сăвă уявне тăхăрьялсем иккӗмӗш çул ирттереççӗ ӗнтӗ. Унта чăвашла кăна мар, вырăсла, тутарла сăвă çыракансем те хутшăнаççӗ. Уявăн хăйӗн йăли те пур, вăл Пӳркел библиотекинче алă вӗççӗн çырса хатӗрлекен «Тăхăрьял» альманахăн презентацийӗ. Хальхинче Пăва чăвашӗсем альманахăн 15-мӗш номерне хăтларӗç. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Константин Малышев.

Добавить комментарий

bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch