Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Паян «Кĕмĕл сасăллă» юрăçсем Шупашкара килсе çитнĕ

Паян «Кĕмĕл сасăллă» юрăçсем Шупашкара килсе çитнĕ

admin 23.03.2018

(23 марта 2018) Чăваш Енри тата Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи вăтăр ытла чăваш хĕрĕсемпе каччисем юрлас ăсталăха кăтартас кăмăлпа кăçалхи «Кĕмĕл сасă» регионсем хушшинчи конкурс-фестивале хутшăнма кăмăл турĕç.

Тутарстан, Пушкăрт, Мурманск, Пенза, Оренбург, Тюмень, Иркутск тата ытти тăрăхсенчен çитнĕ çамрăксене ЧНК хастарĕсем хапăл туса кĕтсе илчĕç.

Паян, пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕнче кашнинех вокал енĕпе специалистсем:Роза Степанова юрăçпа Вячеслав Александров композитор итлесе пăхрĕç, кам хыççăн кам юрлассине жеребевка ярса çирĕплетрĕç.

ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ тата конкурсăн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ Валерий Клементьев юрлас ăсталăх енĕпе тупăшас кăмăллă çамрăксемпе тĕл пулчĕ. Вăл кĕскен Чăваш наци конгресĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, «Хастар» çамрăксен ушкăнĕ конгресра мĕнле вырăн йышăнни çинчен каласа пачĕ.

— Кăçал «Халăхсен наци пуянлăхĕ — Раççей пуянлăхĕ» проект РФ Президенчĕн грантне тивĕçнĕ май, эпир регионсемпе тачăрах ĕçлеме пуçларăмăр, нумайрах тухса çÿретпĕр.Эсир пурăнакан хуласемпе ялсене те çитсе килĕпĕр-ха. Ака уйăхĕнче авă, Тюмень тăрăхне, Тутарстана кайса йăхташăмăрсене кирлĕ тĕрлĕ мероприяти йĕркелĕпĕр,- терĕ Валерий Леонидович.

Халĕ конкурса хутшăнакансем репетици пуçларĕç. Вĕсемпе Людмила Квасова, Дмитрий Петров режиссерсем, Наталья Васильева, Алиса Лукина хореографсем ĕçлеççĕ.

Ыран, пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче 11.00 сехетре Культурăпа ÿнер институтĕнче конкурс пуçланать. 18.00 — Гала — концерт.

Зоя Яковлева.

Продолжить чтение

Назад: Чăваш хӗрӗсен « Аталан» волейбол команди йӗркеленет
Далее: Казань собрала поэтов из четырёх республик

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57