Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Пӑвара Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫуртне уҫрӗҫ

Пӑвара Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫуртне уҫрӗҫ

admin 21.04.2021

(21 апреля 2021) Пӑвара Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫуртне уҫрӗҫ. Симӗс хӑйӑва ТР Халӑхсен Ассамблеин Канашӗн председателӗ Фарид Мухаметшин, Пӑва муниципаллӑ районӑн ертӳҫи Ранис Камартдинов касрӗҫ.

Ҫурта кӗрсенех хӑнасене Пӑва тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен ал-ӗҫ куравӗсем кӗтсе илчӗҫ. Кунта Ульяновск облаҫӗнчи Улхашра пурӑнакан чӑвашсем хӑйсен хушпӑвӗ-тухйисене кӑтартаҫҫӗ, Чӗмпӗрте пурӑнакан Урасметовсен ҫемйи туса хатӗрлкен сувенирсене те кӑтартрӗҫ хусансене. Улхашсем Фарид Мухаметшина уявра тӑхӑнмалли чӑвашла тӗрленӗ арҫын кӗпине парнелерӗҫ.

972da2d5b5bda4829b5429d1e0214554

Туслӑх Ҫуртӗнче районта пурӑнакан халӑхсем валли пӳлӗмсем уйӑрса панӑ. Сӑмахран, чӑвашсем мордвасемпе тата азербайджансемпе пӗр пӳлӗме пайлӗҫ. Вӗсене пысӑк тесе калама ҫук, ҫапах та пухӑнса канашлусем ирттерме майсем пур. Тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланчӗ.

Ҫак кун Пӑвара ТР Халӑхсен Ассамблеин Канашӗн Президиумӗн ларӑвӗ иртрӗ, ӑна Мухаметшин хӑй ертсе пычӗ.

Пӑва районӗн пуҫлӑхӗ Ранис Камартдинов Пӑва районӗнчи муниципаллӑ йӗркеленӳ вырӑнти халӑхсен тӑван чӗлхисене упраса хӑварас тӗлӗшпе туса ирттернӗ ӗҫсем ҫинчен доклад турӗ.

Районта 20 тӗрлӗ халӑх пурӑнать, 20% — чӑвашсем.

Наци вӗрентӗвӗн системине илес пулсан, чӑвашла этнокультура компоненчӗпе 11 шкул ӗҫлет, вӗсенче 627 ача вӗренет, вӑтамран илсен, эрнене 3 сехет.

Чӑвашла вӗрентекен 13 учительен 3-шӗ аслӑ квалификаци категорийӗллӗ, 9-шӗ 1-мӗш категориллӗ. Вӗсем тӑрӑшнипе ачасем республика олимпиадисенчен ҫулран ҫул призла вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ.

print_584_11212

Районти 9 ача садӗнче ачасене чӑвашла вӗрентеҫҫӗ, тет район пуҫлӑхӗ. Кӑна эпир тӗрӗслӗпӗр. Пӑвара чӑваш вырсарни шкулне уҫни    те журналистсеишӗн ҫӗнӗ хыпар пулчӗ. Районти библиотекӑсенче 27 пин чӑвашла кӗнеке упранать. Чӑвашла уявсене ялсенче ҫулсерен паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Тӑван чӗлхе ҫулталӑкӗнче районти клубсенче 550 мероприятине чӑвашла ирттерме ӗлкӗрнӗ.

ТР Халӑхсен Ассамблеин Пӑва районӗнчи представительствин ертӳҫи Мударис Гайфуллин влаҫ органӗсемпе еплерех ӗҫлени ҫинчен каласа пачӗ.

Республикӑри ҫамрӑксен Ассамблеин Пӑва районӗнчи представительствин ертӳҫи Руслан Смирнов хӑйсен ӗҫӗпе паллаштарчӗ.

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/pvara-payan-khalkhsen-tuslkhn-urtne-ur

Илья Туманов

Информационный центр ЧНКА в РТ.

 

Продолжить чтение

Назад: 24 апреля состоится X юбилейный конкурс «Чувашская красавица Татарстана- 2021»
Далее: В Буинске открылась экспозиция, посвященная просветителю чувашского народа Ивану Яковлеву

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57