«Савнӑ, хаклӑ ялӑм, Раккасси… »

(9 января 2020)  Тăван ял çинчен кӗнеке кӑлармашкăн Пăва районĕнчи Раккасси  халӑхӗ  укҫа пуҫтарнă.

Унччен самаях сумлӑ шкул пулнӑ ҫуртра вырнаҫнӑ ялти клубра, халӑх каларӗшле, пан улми ӳкме те вырӑн ҫук. Сакӑр вунӑ ҫул каялла кунта 1238 ҫынна шута илни ҫинчен ҫирӗплетекен чӑн кӑтартусем сыхланса юлнӑ пулсан та, паян ялта пурӑнакасен йышӗ виҫҫ ӗртен те каярах иккенне ниепле те ӗненес килмест.
–Ара, тӑван ял уявне, 295 ҫуллӑхне, пӗрремӗш хут паллӑ тӑватпӑр та, хӑнасем таҫтан та килсе ҫитнӗ, – савӑнӑҫне пытараймаҫҫӗ пурте пӗлекен Тӑхӑрьял тӑрӑхӗнчие яланлӑха тӗпленнисем, аякри тӑванӗсемпе савӑнӑҫлӑн шӑкӑлтатса калаҫнӑ май. Ҫав вӑхӑтрах  илемлетсе капӑрлатнӑ залра та, урамри лапамра та чӑвашсем  чӑн-чӑн халӑх поэт-юрӑҫи вырӑнне йышӑннӑ Валентин Урташӑн сасси янраса тӑрать!
Кӗмӗл-ши эс, Раккасси,
Ылтӑн-ши эс, Раккасси?
Хӗртсе хӗвел пӑхнӑ чухне
Ылтӑн пуль эс, Раккасси.
Сӑвӑ-ши эс, Раккасси,
Кӗвӗ-ши эс, Раккасси?
Юррӑмӑрсем юхнӑ чухне
Юрӑ пуль эс, Раккасси…
Унӑн, вӑрҫӑ вутӗнче кӑштах ҫунса кӗлленмен, хаяр ҫапӑҫу хирӗнче хӑрах аллине ҫухатнӑ (тепринче те кукӑр-макӑр виҫӗ пӳрни ҫеҫ тӑрса юлнӑ), ытти ҫӗртен те йывӑр аманнӑ хӗрӳллӗ патриотӑн сӑввин сӑмахӗсем  кашнин чӗри хӗлӗхӗсене хускатаҫҫӗ. Шӑпах ҫак кунсенче вӑл ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗрен уйрӑмах чуна кӗрсе вырнаҫаҫҫӗ вӗсем.
Элшел ял хутлӑхӗн ертӳҫи Валерий Сюрмин, халӑха Раккасси ялӗпе Валентин Урташӑн «ҫавра» менельникӗсем пулнине аса илтернӗ май, кунтах ҫуралса ӳснӗ паллӑ журналистӑн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн Анатолий Тимофеевӑн «Савнӑ, хаклӑ ялӑм, Раккасси… » кӗнеки пичетленсе тухни ҫинчен те пӗлтерет.

d1e0d20d9015933931a1c4482569c92e

Йышлӑ хӑнасемпе пӗрле уява Пӑва район администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Ильдар Еремеев, районти Чӑваш центрӗн ертӳҫипе Владимир Ильинпа  унӑн ҫумӗ Анна Никонорова, Чӑваш Наци Конгресӗн Ульяновск облаҫӗнчи  уйрӑмӗн  питех те пуларуллӑ элчи, полици полковникӗ тата общественник Петр Петров, ытти нумай активистсем хутшӑнни савӑнӑҫлӑ лару-тӑрӑва уйрӑмах пысӑк витӗм тата ӑшӑлӑхпа тараватлӑх кӳчӗ. Вӗсем ялти тутлӑ апат-ҫимӗҫ ӑстисемпе, курава тӑратнӑ ытти ӗҫӗсемпе, пӗрлештернӗ экспонатсемпе пуян музейпа кӑмӑллӑн паллашрӗҫ, ял-йыш пуҫарулӑхӗпе пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗҫ. Элшелӗнчи «Тӑхӑрьял» музей директорӗ Евгений Афанасьев Тӑхӑрьял тӑрӑхӗнчи ытти ялсенче пурӑнакансен йышӗпе шайлаштарсан, Раккассинче Патшалӑх наградисене тивӗҫнисен хисепӗ чи пысӑкки пулни ҫинчен систерет.
Валентин Урташ палӑкӗ умне чечек кӑшӑлӗ хунӑ чухне Анатолий Тимофеев, Евгений Афанасьев, Анатолий Малышев, Анатолий Ырьят каланӑ сӑмахсенче вилӗмсӗр поэт ял халӑхӗ чунӗ-юнӗпе хавхаланса, нихҫан кивелми сӑвӑ- юрӑсем хайланине, вӑл хӑй кӑна, хӑйне евӗрлӗ, пин-пин ҫын ҫинче чӑн-чӑн пултарулӑхпа, талантпа палӑрса юлнине асӑнчӗҫ.
Ялпа унӑн ҫыннисем ҫинчен ҫырнӑ Анатолий Тимофеевӑн пысӑках мар кӗнекине халӑх хапӑл пулни уҫҫӑнах палӑрчӗ. СССР Патшалӑх премийӗн Лауреачӗ, виҫӗ хутчен Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав  орденне тивӗҫнӗ, шыв айӗн ҫӳрекен ҫар карапӗсем валли ку чухнехи ракетӑсем тума хутшӑннӑ тӗнче шайлӑ Н. С. Данилов конструктор,  Варшава  килӗшӗвӗнчи ҫӗршывсен ҫар штабӗнче службӑра тӑнӑ Л.И.Сидоров полковник, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартса таса Георгин икӗ кӗмӗл тата пӗр ылтӑн медальне илме тивĕçнӗ Г.Н.Фадеев ҫинчен каласа пани паянхи ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче. Ҫӗр ҫинче ӗҫлесе 1937 ҫултах ялти хастарсенчен виҫҫӗн тан Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав, пӗри Ленин орденӗн хуҫи пулса тӑни чылайӑшне тӗлӗнтерчӗ те, хавхалантарчӗ те. Пӗчӗк ялтах Виктор Тютин пек Раҫҫей хисеплӗ строителӗ, Николай Васияровпа Василий Павлов Тутарстанён тава тивӗҫлӗ  механизаторӗсем, Василий Тютин ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ е Людмила Долгова Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ хисеплӗ суту-илӳҫи пурри пурне те ялпа тата унӑн ҫыннисемпе мухтанма, вӗсем пек хастар та пуҫаруллӑ пулма хистесе тӑрать.
Паллах, халиччен пӗрре те иртмен ял уявӗнче паянхи чи сумлӑ ҫынсене уйрӑмах хисеплени те  уҫҫӑн курӑнчӗ. Вӗсен йышӗнче В.Н.Карягин фермер хуҫалӑхӗ пулни куҫ умне тухрӗ. Вӗсем, мӑшӑрӗпе иккӗшӗ тата тӑванӗсемпе пӗрле ҫирӗм е ытларах ӗне выльӑх усрама, пысӑк ҫӗр лаптăкӗ ҫиинче  тухӑҫлӑ тӗш тырӑпа ытти культурӑсем ҫитӗнтерме вӑй-хал ҫитерни, ыттисемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче. Нумай ачаллӑ Ирина Павлова ҫемйине те тивӗҫлипе чысларӗҫ. Педагогика ветеранӗ, ял историне пӗтӗмлетес тата  чӑваш культурипе чӗлхине упрас енӗпе нумай вӑй хуракан Раиса Козловӑна  хисеп тунине те халӑх алӑ ҫупса йышӑнчӗ.

Информационный центр ЧНКА в РТ

Сувар хаçт сайтран

Добавить комментарий

bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch