Тăван чӗлхе учителӗсен конкурсӗ пуçланчӗ

(25 марта 2019) ТР Вӗрентӳпе наука министерствин 2018-2019 вӗренӳ çулӗн планӗпе килӗшӳллӗн, паян Хусанта тăван чӗлхепе литература учителӗсен Пӗтӗм Раççейри мастер-класс конкурсӗ пуçланчӗ. Унта тутар, вырăс, чăваш, мари, мордва,  удмурт чӗлхипе литературине тата Раççей регионӗсенче тутар чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хутшăнаççӗ. Чăваш чӗлхипе литература учителӗсен хушшинче финала пурӗ пурӗ 6-ăн тухнă, вӗсем Алексеевски, Анат Кама, Пӗкӗлме, Ҫарӑмсан, Пӑва районӗсенчен. Ăнăçу сунатпăр! (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Константин Малышев.

Добавить комментарий

bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch