Тупа турӗç

(1 декабря 2017) Ноябрӗн 27-мӗшӗнче Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимназире 8-мӗш класра вӗренекенсем çамрăк армеецсен тупине туса присяга йы­шăнчӗç. Çак проектăн тӗллевӗ – вӗренекенсенче патриотла пахалăхсене аталантарма условисем туса парасси, çар хатӗрленӗвӗн пуçламăш хă­нăхăвӗсене алла илесси, патриотизм, юлташлăх, яваплăх туйăмӗсене аталантарасси.

«Юнармия» вăл – пӗтӗм Раç­çей­ри çарпа патриотла обществăлла юхăм. Çак çам­рăксен организацине çӗ­нӗрен чӗртсе яраканӗ РФ обо­рона министрӗ Сергей Шойгу. «Юнармия» 5 пин ытла çамрăксен тата çарпа патриотла организацие пӗрлештерсе тăрать. Сăмах май, асăннă юхăма çӳрекенсем пӗр тӗрлӗ форма тăхăнса çӳреççӗ.

 

Сувар.

Людмила Ильгузина

 

Добавить комментарий

bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch