Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Вера Кожеманова Крымра юрларӗ

Вера Кожеманова Крымра юрларӗ

admin 20.09.2018

(20 сентября 2018) Сентябрӗн 14-17-мӗшӗсенче Севастопольте чăваш культурин кунӗсем иртрӗç.

Чăваш наци конгресӗ кăçал федераллă грант проекчӗпе Санкт-Петербургра, Тюменьре, Юграра, Пенза облаçӗнче ирттернӗ «Раççей халăхӗсен нумай нациллӗ культури» марафона çак кунсенче малалла тăсрӗ, хальхинче Крым Республикинче. Сентябрӗн 14-17-мӗшӗсенче кунта чăваш культурин кунӗсем иртрӗç.

Темиçе куна тăсăлнă мероприятин программи анлă пулнине хыпарлать ЧНК пресс-служби: «Халăхсен наци пуянлăхӗ – Раççей пуянлăхӗ» проектăн йӗркелӳ комитечӗ Севастопольти наципе культура пӗрлешӗвӗсен, Ялтăпа Симферопольти чăваш пӗрлешӗвӗсен представителӗсемпе пӗрле çавра сӗтел ирттернӗ, Севастополь çыннисемпе хăнисем валли ЧНК ал ӗç тата ташă ăстисем мастер-классем йӗркеленӗ. Июлӗн 16-мӗшӗнче вара чăваш çамрăкӗсем хура тинӗс хӗрринче чăвашла флешмоб та ирттернӗ.

Крым Республикинчи чăваш культурин кунӗсене ЧНК делегацийӗсӗр пуçне Тутарстанри, Саратоври тата Мускаври чăваш пӗрлешӗвӗсен представителӗсем те хутшăннă. Тутарстанран культура кунӗсене çамрăк юрăç Вера Кожеманова хутшăнчӗ. Аса илтеретпӗр, вăл çак тивӗçе кăçал Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм Раççейри чăваш юррин «Кӗмӗл сасă» фестиваль-конкурсӗнче пӗрремӗш вырăна çӗнсе илсе тивӗçнӗччӗ. Вера Кожеманова та ытти артистсемпе пӗрле Севастопольти «Эстрада приморского бульвара» культурăпа кану паркӗнче йӗркеленӗ сцена çинче Крым çыннисене хăйӗн юррисемпе савăнтарчӗ. (З.Яковлева сăнӳкерчӗкӗ).

Ирина Кузьмина

Продолжить чтение

Назад: Фестиваль чувашей «Учук» вышел в финал национального конкурса
Далее: Азнакай чăвашӗсем клублă пулчӗç

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57