Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Виçĕ пĕртăван пĕр ушкăнра юрлама пуçланăранпа 15 çул çитрĕ

Виçĕ пĕртăван пĕр ушкăнра юрлама пуçланăранпа 15 çул çитрĕ

admin 21.12.2016

(21 декабря 2016) Ирина, Лидия тата Елена Малинасем раштавăн 18-мĕшĕнче чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче çак паллă куна уявларĕç.

Савăнăçлă каçа вĕсемпе пайлама тус-юлташĕсем, тăванĕсем, артистсем, вĕсен пултарулăхне сума сăвакансем пуçтарăнчĕç.

Маттур чăваш пикисене саламлама Чăваш Республикин Культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угасловпа унăн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев, ТутарстанранЧНКА представителĕсем çитрĕç. Пĕртăван Малинасем çуралса ÿснĕ Каçал тăрăхĕнчен те чылайăн килчĕç. Фойере «Каçал» халăх ансамблĕ курма килекенсене савăк кăмăлпа кĕтсе илчĕ.

Çавра çула халалланă концерт илемлĕ те хаваслă иртрĕ, куракансен кăмăлне тултарчĕ.

Ирина, Лидия тата Елена Малинасем конгресс ĕçĕ-хĕлне те хастар хутшăнаççĕ, виççĕшĕ те культура комитечĕн пайташĕсем.

ЧНК хастарĕсем пултаруллă пикесене «Пĕртăван Малинасем» ушкăнăн çавра çулĕпе чун-чĕререн саламлаççĕ, ялан çапла хастар та пултаруллă пулма ырлăх-сывлăх сунаççĕ.

 

Продолжить чтение

Назад: Аксубаевская школьница завоевала два ордена на передаче на Первом канале
Далее: Семинар учителей чувашского языка прошел в Нурлатском районе

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57