Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • «Чĕкеç» ансамбль хĕр йĕрсе туй турĕ

«Чĕкеç» ансамбль хĕр йĕрсе туй турĕ

admin 30.10.2017

(30 октября 2017) Хусан Кремлӗнче иртнĕ эрнере кашни кун тенӗ пекех туй, çитменнине кунне пӗрре кăна та мар. Кунти «Манеж» курав залӗнче Раççей ЗАГС тытăмӗн 100 çулхи юбилейне халалласа «Мăн асанне патне туя»  тӗлпулусен ярăмӗ иртет. «Çемье историйӗ – республика историйӗ» курава (вăл декабрӗн 1-мӗшӗчченех ӗçлет) Атăлçи тăрăхӗнчи вырăс, тутар, чăваш, мари, мордва, удмурт халăхӗсен авалхи туй тумӗсене тăратнă. Экспонатсене ытти республикăри музейсенченех кӳнӗ. Чăвашсенне Шупашкарти наци музейӗ вăхăтлăха панă.

Exif_JPEG_420

Exif_JPEG_420

Пӗр сăмахпа, курмалăх пур. Экскурсовод кашни халăхăн туй тумӗн пайӗсен пӗлтерӗшне, йăла уйрăмлăхне каласа парать. Пӗр шутласан, ку та çитетчӗ пек, анчах « Хусан Кремлӗ» музей-заповедник ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи ЗАГС управленийӗ тата ТР архив ӗçӗсен патшалăх комитечӗпе пӗрле ăна тата интереслӗрех, сумлăрах тума шутланă. Атăлçи тăрăхӗнчи ултă халăхăн туй тумӗсӗр пуçне вӗсен туй йăли-йӗркин пӗр пайне те кăтартса курава пуянлатма шутланă. Тӗлпулусен ярăмне ятарласа Хусан студенчӗсем валли йӗркеленӗ-мӗн. «Манеж» курав залӗн ертӳçи Евгений Мартынов каланă тăрăх, мари, мордва тата удмурт халăхӗсем хăйсен туй йăлисене ытти кунсенче кăтартнă ӗнтӗ, паян черет чăвашсене çитрӗ.

Exif_JPEG_420

 

Туй йăлин хӗр илме килнин пайне Çырчаллинчи «Чӗкеç» халăх тата Аксу районӗнчи « Хӗр Якку» çемье ансамблӗсем (иккӗшне те ТР тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ Елена Кондюкова ертсе пырать) кăтартрӗç.

Exif_JPEG_420

 

Туй курма килнисене ТР ЧНКА Канашĕн пайташĕсем Ирина Трифоновапа Артем Носков чăваш автономийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

Exif_JPEG_420

Сувар

С.Садыкова сăнÿкечĕкĕсем.

Продолжить чтение

Назад: Виталий СТАНЬЯЛ: « Кама хушаççӗ – çавна суйлаççӗ»
Далее: Чӗмпӗрсене кӗпӗрнаттăр саламларӗ

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57