Ачасем валли Çĕнĕ çул юмахĕ

(28 декабря 2018) Тӗлӗнмелле Çӗнӗ çул юмахӗ куртăмăр, тӗл-тӗл аслисен те куççулӗсем тухрӗç. Ачасем пиртен те хытăрах алă çупрӗç. Ачасем сăввисене пурте чăвашла вӗренсе килнине кура, тепӗр çул чăрăш уявне ирттерекен артистсем те чăвашла калаçма шантарчӗç.

 

Хӗл Мучипе тӗл пулма кăçал декабрӗн 26-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртне Пăва, Аксу, Нурлат, Çарăмсан, Çӳлту, Лайăш районӗсенчен, Çырчалли хулинчен ачасем килнӗччӗ. Çамрăксен «Аталан» ушкăнӗ хăнасене йышăнма пулăшрӗ. Ачасене ТР Халăхсен ассамблейин председателӗн çумӗ Николай Владимиров, Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов, ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Владимир Иванов саламларӗç, лайăх вӗренме, аслисене итлеме сунчӗç.

 

Хусантисемпе пӗрле районсенчен килнӗ ачасем малтан Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрӗн «Морозко» спектакльне курчӗç. 17 артист килнӗ Шупашкартан, сценăна питӗ лайăх илемлетнӗ. Тӗлӗнмелле Çӗнӗ çул юмахӗ куртăмăр, тӗл-тӗл аслисен те куççулӗсем тухрӗç. Ачасем пиртен те хытăрах алă çупрӗç вăл вӗçленсен. Кăмăллă, тав.

 

Спектакль хыççăн Шупашкарти артистсем Чăрăш уявне те ирттерчӗç пӗчӗккисем валли. 120 шăпăрлан тăрса тухрӗ симӗс пике тавра, ашшӗ-амăшӗсем телефонсем çине ӳкереççӗ вӗсем савăннине. Акă мультфильмсенчи сăнарсем те хăйсене нумай кӗттермерӗç. Нюша, Сысна çури, Йытă, Вупăр карчăкӗсем нумайччен выляттарчӗç, ташлаттарчӗç ачасене. Хӗл Мучипе Юр Пике килсен ачасем юрăсем юрлама пуçларӗç. Сăввисене вӗренсе килнисене Хӗл Мучи микрофон парсах вулаттарчӗ. Чăвашла тумланса килнӗ ачасем Хусан варринче шакăлтаттарса сăвă каланине, юрланине курсан чун савăнать. Ачасем питӗ нумай пулнипе пурте сăвă каласа та ӗлкӗреймерӗç. Хӗл Мучин ытти çӗре уявсене каймалла.

 

Тавтапуç Дмитрий Самаренкина çакăн пек уяв туса панăшăн, пылак парнесене Шупашкартан кӳртернӗшӗн. Ачасем сăввисене пурте чăвашла вӗренсе килнине кура, тепӗр çул чăрăш уявне ирттерекен артистсем те чăвашла калаçма шантарчӗç.(К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ)

Константин Малышев.

Добавить комментарий

bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch