Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Çăварни – çу эрни, эх тутлă та икерчи

Çăварни – çу эрни, эх тутлă та икерчи

admin 19.02.2018

(19 февраля 2018) Иртнĕ шăматкун Хусанăн 1000 çуллăхӗн паркӗнче миçе пин икерчӗ пиçрӗ-ши? Çӗнӗ çулах тунă илемлӗ Пăр керменӗнче хула çыннисемпе хăнисем хаваслăн хӗле ăсатрӗç. Йăлтах пурччӗ кунта:  тӗрлӗ вăйă, ярмаркка, лашапа тата понипе катаччи, юрă-ташă тата, паллах, хăй вăхтне кӗтекен улăм катемпи…

 

Урамрах пăсланса пиçекен Çăварни икерчине тутанса пăхма çӗр-çӗр çын пуçтарăнчӗ. «Анлă Çăварни – 2018»  мероприятие ТР Культура министерстви пулăшнипе Хусанти Вырăс наципе культура пӗрлешӗвӗ, Тутарстан Халăхсен Ассамблейи, Туслăх çурчӗ, Хусан мэрийӗ ирттерчӗç.

 

Тӗп сцена çинче вырăссемсӗр пуçне ытти халăхсем те юрласа савăнтарчӗç. Чăвашсенчен Хусанти «Салам» фольклор ансамблӗ пулчӗ. Çăварни юррине чăвашла шăрантарса халăха юрă картине тăратрӗ вăл. Чăвашсем уявра сахалăн марччӗ, «Хусан чăвашӗсем» ушкăн юрăçи Елена Корсакова та Çăварние ятарласах хăйӗн коллективӗпе пӗрле килнӗччӗ.

 

Авалтан вылянă вăйăсем çав тери кăмăла кайнипе çынсем вӗсене хутшăнас тесе черет те тăма тиврӗ.  Çăварнин хитре финалӗ – хӗле ăсатни, урăхла каласан, улăм катемпие çунтарни пулчӗ . Пӗр сăмахпа, телевизор умӗнчен хăпайманнипе çăварнин çуллă икерчине тутанмасăр юлнисем, нумай çухатрăр.

Ирина Кузьмина.

Сувар.

 

Продолжить чтение

Назад: Чăваш театрне Хусана тавăрас
Далее: Ача вăл ытлашши пулмасть

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57