Чăваш ачи, «АТАЛАН» форумран ан юл!

(4 мая 2018) Тутарстанри шкул ачисен наци вӗрентӗвӗн «Аталан» форумӗ кăçал май уйăхӗн 12-мӗшӗнче иртет. Ăна ТР ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» пӗрлешӗвӗ ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе, ТР Халăхсен ассамблейипе, ТР Халăхсен Туслăх çурчӗпе тата ТР ЧНКАпа пӗрле ирттерет. Республикăри шкул ачисене хальхинче те Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗ йышăнать.

 

Форума 12-18 çулти чăвашла пӗлекен, вӗрентӳ учрежденийӗсенче вӗренекен ачасем хутшăнаççӗ. Форума хутшăнакансем заявкăна (ятарлă бланка тултарса)  info.atalan@gmail.com электронлă адрес çине май уйăхӗн 6-мӗшӗччен ярса памалла.

 

Ыйтса пӗлмелли телефонсем: +7 (908) 343-00-01; +7 (927) 421-60-72.

 

Тутарстанри шкул ачисен наци вӗрентӗвӗн «АТАЛАН» форумӗн положенийӗпе тата заявка памалли йӗркепе пирӗн сайтри «пӗлтерӳсем» рубрикăра  паллашмалла. (Сăнӳкерчӗк ТР чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн).

Добавить комментарий

bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch