Леонид Якубович Тутарстан чӑвашӗсемпе тӗлпулнӑ

(8 октября 2020) Сентябрӗн 26-мӗшӗнче Тутарстан делегацийӗ Мускавра «Поле чудес» передачӑн ТАССР 100 ҫул тултарнине халалланӑ кӑларӑмне ӳкернӗ ҫӗре хутшӑннӑ.

Аксу районӗнчен унта Сӗнчелӗнчи Калуковсен ҫемйи хутшӑннӑ. «Поле чудес» студине ятарласа Тутарстан символикисемпе капӑрлатнӑ: Кул Шариф та, Сююмбике башни те кӗнӗ унта тата, паллах, ТАССР юбилейне халалланӑ банерсем.

6774603c4ce36b34cd4a2f1f16c4d8cd

Передачӑн ҫаврӑнакан параппанӗ ҫинче республикӑран илсе килнӗ кучченеҫсем, наци апат-ҫимӗҫӗ, парнесем пулнӑ.
Нумай ҫул Аксу районӗнчи Чӑваш наципе культура центрне, Сӗнчелӗнчи вӑтам шкула ертсе пынӑ Алексей Владимирович Калуков хуравланӑ Леонид Якубович ыйтӑвӗсем ҫине. Передачӑра Раҫҫейӗн тава тивӗçлӗ артисчӗ, Тутарстан халӑх артисчӗ Георгий Ибушев та хутшӑннӑ. «Поле чудесӑн» ТАССР 100-ҫуллӑхне халалланӑ кӑларӑмне телевизорпа октябрӗн 16-мӗшӗнче 19:40 сехетре кӑтартӗҫ.

Илья Туманов.

Информационный центр ЧНКА в РТ.

Добавить комментарий

bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch