«Сувар» çырăнса парнесем выляса илчĕç

(24 августа 2020) Иртнĕ ытларикун редакци ӗçченӗсем ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçипе Владимир Викторович Ивановпа пӗрле акцие пӗтӗмлетрӗç. Ярса панă квитанцисемпе шăпа ярса парнесене вылянтарчӗç.

Иванов

Хальхинче Хусанта тухса тăракан чăвашла хаçатăн парнисене çак вулаканăмăрсем тивӗçрӗç. Акă вӗсем, чи телейлисем!

Чăвашла кӗнекесем   Луиза Семенова (Теччӗ районӗ, Чăваш Чакăлтăм) – А.Малышевăн «Пуç сырман шухăшсем» кӗнеки; Нина Михайлова (Элкел районӗ, Хуракӳл) – А.Малышевăн «Пуç сырман шухăшсем» кӗнеки; Валентина Советникова (Элкел районӗ, Тури Матак) – «Çапла çӗнтертӗмӗр» калавсемпе сăвăсен пуххи; Валентина Иванова (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел) – А.Волковăн «Атте çути» кӗнеки; Светлана Кириллова (Хусан) – В.Алендейӗн «Курăксене тайса çил вӗрет» кӗнеки; Анатолий Якимов (Элкел районӗ, Хуракӳл) – Х.Агиверӗн «Йӗпхӳри сасă» кӗнеки; Ухтияр Илюхин (Азнакай) – «Пирӗшти патне янă çыру» çамрăк авторсен хайлавӗсен пуххи; Наталия Панфиленко (Самар облаçӗ, Тольятти) – М.Ишимбайăн «Тăрачул» кӗнеки; Ольга Степанова (Аксу районӗ, Емелькино) – М.Кипекӗн «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççӗ» кӗнеки (2 кӗнекерен тăрать); Надежда Максимова (Нурлат) – У.Эльменӗн «Упраймарăм сана…» кӗнеки; Валентина Пикмуллина (Аксу районӗ, Хӗрлӗ Шур) – Л.Фадеевăн «Сирӗнпе яланах» кӗнеки; Анна Никитина (Чистай) – Г.Красновăн «Катăк чӗлӗм» кӗнеки; Петр Ярушев (Аксу районӗ, Кивӗ Саврăш) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки; Геннадий Петров (Анат Кама) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки; Алефтина Красникова (Нурлат районӗ, Киклӗпуç) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки; Николай Емельянов (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки; Михаил Назаров (Çарăмсан районӗ, Лагерка) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки; Лидия Угахина (Алексеевски районӗ, Чăваш Майни) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки; Александр Ефимов (Çарăмсан районӗ, Акрель) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки; Е.Хирдина (Пăва районӗ, Пӳркел) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки; Иван Хлебников (Çӳлту районӗ, Чернышевка) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки; Алена Торгашова (Теччӗ районӗ, Пухтел) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки.   Килти хуçалăхра усă курмалли техника Нина Петрова (Чистай) – кухньăра усă курмалли электронлă тараса; Николай Лукьянов (Лайăш) – миксер; Ирина Николаева (Чистай районӗ, Анат Кăтрата) – утюг; В.Кириллов (Пăва районӗ, Хирти Кушкă) – утюг; Алексей Харитонов (Аксу районӗ, Чăваш Енрусьел) – мультиварка.   ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçин В.В.Ивановăн ятарлă парнисем Нина Савельева (Хусан) – Д.В.Кузьмин пухса хатӗрленӗ «Пенза, Саратов, Ульяновск облаçӗсенче пурăнакан чăвашсен кӗске энциклопедийӗ»; Нина Храмова (Аксу районӗ, Кивӗ Илтрекьел) – 4 томлă «Чăваш энциклопедийӗ».

Тӗп парне – «Чувашия» санаторие канма каймалли путевка – ытларикун ирттернӗ вылявра Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упире пурăнакан Юрий Адъютантова тухрӗ. Анчах та пӗлтерӗшлӗ сăлтавсене пула Юрий хăй канма каяйманни пирки пӗлтерсе çакăн пирки хут çырса пачӗ. Çавна кура тӗп парнене ӗнер, кӗçнерникун, хаçатăн Инстаграмри аккаунтӗнче тӳрӗ эфира тухса тепӗр хут вылянтартăмăр. Çапла вара «Сувар» хаçатăн тӗп парнине – «Чувашия» санаторие канма каймалли путевкăна – Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрел ялӗнче пурăнакан Юрий Порфирьев тивӗçрӗ. Çӗнтерӳçӗсене пурне те чунтан саламлатпăр! Парнесене редакцие (Хусан хули, Декабристсен урамӗ, 2-мӗш çурт, 7-мӗш хут) килсе илмелле. Килсе илекенӗн çумра паспорт пултăр. Енчен те килсе илейместӗр пулсан редакцие шăнкăравласа пӗлтермелле. Асăрхаттарни: енчен те парнелӗх кӗнеке тухнă-тăк, ăна почта урлă та ярса пама пултаратпăр. Пысăкрах парнесене вара килсех илмелле.

Вера Александрова.

«Сувар» хасат.

Информационный центр ЧНКА в РТ.

Добавить комментарий

bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch