Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • ТĂВАН ЧĔЛХЕ ЯЧĔПЕ ПĔРЛЕ ПУЛАР!

ТĂВАН ЧĔЛХЕ ЯЧĔПЕ ПĔРЛЕ ПУЛАР!

admin 25.04.2017

(25 апреля 2017) Чăваш чĕлхи уявне эпир тăван халăхăн Аслă вĕрентекенĕ Иван Яковлевич Яковлев çут тĕнчене килнĕ кун ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тăватпăр.

«Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», — тенĕ Иван Яковлев. Питĕ тĕрĕс каланă чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ.

Çуралсанах эпир атте-анне чĕлхипе калаçса тавра курăма анлăлататпăр, хамăр ăc-хакăла пуянлататпăр, чăваш пулнипе хăпартланатпăр, чĕлхемĕре мухтатпăр.

Иван Яковлев «чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр» тенине асра тытса чăвашлăха аталантарас ĕçе юратса тусан чăваш чĕлхин шăпине татах та лайăхлатма пултаратпăр. Кашни хăй вырăнĕнче, хăй ĕçĕнче мĕн кирлине тивĕçлĕ шайра туса пырсан тăван чĕлхен хăвачĕ пысăклансах пырĕ.

Чăваш чĕлхи пурне те тăванлăх, пĕрлĕх туйăмĕ парсах тăтăр, наци культурин аталанăвне паха витĕм кÿтĕр. Пуян та çепĕç чĕлхен халăха пĕрлештерекен вăйĕ ÿссех пытăр.

Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв ячĕпе пурне те тулли кăмăлпа саламлатăп, çамрăк ăрăва тăван чĕлхепе ăс пама пурин те вăй-хал çиттĕр, пултарулăхпа çирĕп сывлăх ан иксĕлччĕр. Чăвашлăха çирĕплетес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума чăтăмлăх, тăван чĕлхешĕн тăрăшма пархатар сунатăп.

Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов

Продолжить чтение

Назад: На III Съезде народов Татарстана чуваши все были в национальных костюмах
Далее: И.Я. Яковлев çуралнăранпа 169 çул çитнине уявларамар

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57