Тăван халăхшăн пĕлтерĕшлĕ çул

(14 февраля 2018) 2018 çул тăван халăхшăн пĕлтерĕшлĕ çул. Чăваш халăхне çутта кăларакан  И.Я.Яковлев çуралнăранпа  170 çул çитет. Чĕмпĕрти чăваш шкулне йĕркеленĕренпе 150 çул, тăван поэзи ахахĕ — К.В.Ивановăн «Нарспи» поэми пичетленсе тухнăранпа 110 çул тулать.

Нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче, 14.00 сехетре  Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче çак ятпа «Иван Яковлев — çамрăксен чĕринче» ятпа уяв каçĕ иртет.

Мероприятине Чăваш патшалăх киностудийĕ, Шупашкарти çамрăксен культура пĕрлĕхĕ, «Тăван радио» радиоканал хутшăнать.

Уява И.Я.Яковлев çуралнă Тутарстанри Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнчен хисеплĕ хăнасем килмелле: Теччĕ районĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Юрий Сиякин, унти чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ Володар Тимофеев, Кăнна Кушки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Гаврилов тата ялти И. Яковлев музейĕн директорĕ Алексей Пыркин.

Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи çамрăксен «Хастар» ушкăн пайташĕсем тата ытти конгресс хастарĕсем те аяккине юлмĕç.

Добавить комментарий

bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch