«Уяв пики» кăçал – Регина Сеслюкова!

(9 июля 2018) «Уяв пики» пултарулăхпа илем конкурсӗ Чăваш культурин республика Уявӗн уйрăлми пайӗ. Акă ӗнтӗ 12-мӗш çул унăн чи хитре те пултаруллă пикине суйларӗç.

Кăçал çак титулшăн Элмет, Нурлат, Алексеевски, Аксу, Апас, Çӗпрел, Пӗкӗлме районӗсенчи, Çырчалли хулинчи тата кӳршӗллӗ Пушкăртстанри, пурӗ 11 хӗр тупăшрӗ. Яланхи пекех вӗсем пултарулăха темиçе тапхăрта кăтартма тиврӗ. Пӗр пытармасăр калатăп, жюрие «чи-чине» палăртма пӗрре те çăмăл пулмар-тӗр. Мӗншӗн тесе конкурсантксем пӗринчен тепри хитре те пултаруллăрахчӗ. Çапах та конкурс, конкурсах. Çапла вара «Сапăр пике» номинацие (урăхла каласан 3-мӗш вырăна) Светлана Кульметьева (Çырчалли), «Маттур пике» номинацире Ксения Тумакова (Нурлат районӗ, Ялавăр ялӗ), тӗп титула 16 çулти Регина Сеслюкова (Çӗпрел районӗ, Хулаçырми ялӗ) тивӗçрӗç. Конкурс мӗнле хӗрӳ те интереслӗ иртни çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çӗнӗ номерӗнче пичетлетпӗр. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Ирина Кузьмина.

Добавить комментарий

bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch