Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Вулавăшра поэзи каçĕ иртрĕ

Вулавăшра поэзи каçĕ иртрĕ

admin 24.03.2015

(24 марта 2015) Çак кунсенче Комсомольски салин тĕп вулавăшĕнче поэзи каçĕ иртрĕ. Чи малтанах Антонина Волкова библиограф «Литературăллă Чăваш Ен: 2013 çулта тухнă чи нумай вулакан кĕнеке» конкурса хутшăннă кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Поэзи каçне Мария Каçалсем çыравçă хутшăнчĕ. Унăн «Çул кăтартрĕ пире анне пилĕ» кĕнеки те конкурсра тивĕçлĕ вырăн йышăннă. Тĕп библиотекăри «Шанчăк», «Шурă туя» клуб членĕсем хăнана хапăл тусах йышăнчĕç.

Мария Каçалсем /Марионелла Николаевна Тимофеева/ — Чăваш Республикинчи Писательсен союзĕн членĕ. «Çул кăтартрĕ пире анне пилĕ» — поэтессăн пĕрремĕш кĕнеки. Шăпах çак кĕнекен презентацийĕ иртрĕ те вулавăшра. Чун хушнипе, шалтан тухакан, ырă туйăмсем çуратакан сăвăсем çырать Марионелла Николаевна. Çыравçăн пултарулăхĕнче юрату лирики паллă вырăн йышăнать. Ачасем валли те çырать вăл, çутçанталăка хăйнеевĕр сăнласа ун илемĕпе вулакана савăнтарать. Лидия Карзакова, Валентина Яковлева, Мария Мокеева, Валентина Боровкова, Елена Хораськина, Раиса Сереброва тунсăхпа юрату çинчен çырнă сăвăсене чуна илĕртмелле шăрантарчĕç. Анне çинчен çепĕç, ăшă туйăмпа çырнă сăвăсем те пурне те килĕшрĕç.

Мария Каçалсем вулакансене хăйĕн кунçулĕпе паллаштарчĕ, çĕнĕ сăввисене вуларĕ, ыйтусем çине туллин хуравларĕ. Поэзи каçĕ малалла тăсăлнă май, 80 çултан иртнĕ Анисия Владимирова хамăр ентешĕн Валери Туркайăн сăввисене пăхмасăр каласа тĕлĕнтерчĕ, савăнтарчĕ. Чăннипех те талантлă çынсем çÿреççĕ «Шанчăк» клуба. Вĕсен хушшинче сăвă çыракансем те пур. Хальхинче Евгений Сорокин, Елизавета Самарина хăйсем çырнă сăввисемпе паллаштарчĕç.

Поэзи каçĕ пурин кăмăлне те кайрĕ, кашнин чĕринчех ырă туйăмсем çуратрĕ.

 Валентина БОРОВКОВА

Продолжить чтение

Назад: В Чувашии продолжается республиканский фестиваль народного творчества
Далее: «Объявлен масштабный общественный проект «Долг Памяти»

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57